Республикăри чи пысăк шкул хута кайрĕ

Паян - пĕлӳ кунĕ. Чăваш Енре 134 пин ытла ача парта хушшине ларчĕ. Вĕсенчен 15 пинĕшĕ 1-мĕш класа кайрĕç. Уяв кунĕнче Шупашкарти Гладков микрорайонĕнче вара тахçанах кĕтнĕ çĕнĕ шкул уçăлчĕ. Унти пĕрремĕш шăнкăравра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Строительсен урамĕнчи пĕлӳ çурчĕ халĕ республикăри чи пысăк шкул пулса тăчĕ. Ăна хута яма 730 ытла миллион тенкĕ тăкакланă. Кунта ачасене ăс пухса тĕрлĕ енлĕ аталанмалли майсем анлă. Вĕренӳ класĕсемсĕр пуçне шкулта арçын ачасемпе хĕр ачасене ятарласа тĕрлĕ ăсталăха хăнăхтармалли пӳлĕмсем, 360 вырăнлă акт залĕ, пысăк спорт комплексĕ пур. Унта футболла, баскетболла, волейболла тата хоккейла вылямалли лаптăксем хатĕрленĕ. Сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 25 метр тăршшĕ бассейн тунă. Кунта сусăр ачасене те шыва кĕртме пулать. Сарлака коридорсенче вара вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан вăйă комплексĕсем вырăн тупнă. Тата пысăк столовăй-кафе ĕçлет.

Гладков микрорайонĕнче пурăнакан ачасене халĕ пуринчен ытла ăннă теме пулать. Шкула кунти нумай хваттерлĕ çуртсемпе юнашарах лартнă. Историре юлакан савăнăçлă линейкăна пысăк хăнасем килсе çитрĕç. Ячĕпе кăна мар, тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтернипе те пĕрремĕш шутланакан шкула каякан телейлĕ ачасене Патшалăх Думин депутачĕсем тата Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕç.

Республикăри чи çĕнĕ шкулта хальлĕхе 8-мĕш класс таран 33 кабинет йĕркеленĕ. Кашнинчех 25-шер ача вĕренме пултарать. Пĕрремĕш класа кăна 213 ача çӳреме пуçлать. Вĕсене 7 ушкăна уйăрнă. Вĕренекенсене 93 педагог пĕлӳ парĕ. Унсăр пуçне çуртри ытти ĕçсене тăвакансене валли тепĕр 73 ставка пăхса хунă.