Пин-пин ачашăн тата çамрăкшăн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Пĕлÿ кунне студентсем те анлă паллă тăваççĕ. Паян ĕнерхи шкул ачисене влаç органĕсенче ĕçлекенсем, депутатсем тата тĕрлĕ организаципе предприяти ертÿçисем саламларĕç. Уява Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Вероника Павлова, Никита Углев, Михаил Солин

Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă май, Михаил Игнатьев республикăра вĕренĕве аталантармалли тĕрлĕ проект хута яни пирки пĕлтерчĕ. Аслă шкулсем предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура çамрăксем пулас профессипе чылай малтан паллашма пултараççĕ, терĕ Чăваш ЕН Пуçлăхĕ. Савăнăçлă пухăва Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем те хутшăнчĕç. Леонид Черкесовпа Алена Аршинова яш кĕрĕме студент билечĕ тата пĕлÿ ÿççи парнелерĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе хăнасемпе студентсем тÿпене шурă кăвакарчăнсем тата тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем вĕçтерчĕç. Пĕлÿ кунне халалланă ĕç-пуç Шупашкарти кооператив институтĕнче те иртрĕ. Унта Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çитрĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта вăл вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Çамрăксене уяв ячĕпе саламласа яланах ĕçчен те пуçаруллă пулма сунчĕ.