Питукасси çывăхĕнчи çÿп-çап купине тирпейлеме тытăннă

Ăпăр-тапăр полигонне рекультиваци тăвассипе çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Тĕп хула экологине лайăхлатассипе çыхăннă малтанхи ĕçсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе ÿкерчĕ.

Екатерина Фомина, Владимир Тимофеев, Валентина Алексеева, Вадим Владимиров

Самосвалсем, экскаваторсем, бульдозерсем... Питукасси çывăхĕнчи йăла каяшĕн купи çине ятарлă машинсем икĕ çула яхăн кĕмен. Шупашкартан тата Çĕнĕ Шупашкартан кунта малтан кашни кун ăпăр-тапăр турттарнă. Çур ĕмĕр хушшинче 4 миллион кубла метр çÿп-çап пуçтарăннă. Паллах, çак тасамарлăх тĕп хулана илем кÿмен. Çавăнпа 2015 çулхи кĕркунне ку объекта хупма йышăннă. Рекультиваци тума федераци бюджетĕнчен 400 миллион тенкĕ явăçтарма пултарнă. Чăн та, ĕçе кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен пуçăнмалла пулнă.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков сăмахĕпе, килĕшÿ уçă конкурсра çĕнтернĕ пĕрлешÿпе тунă. Хальлĕхе техника çителĕксĕртерех. Çапах та подрядчик шантарнă тăрăх, машинсен шучĕ çывăх вăхăтра икĕ хут нумайланмалла.

Халĕ çÿп-çап купине тикĕслеççĕ. Кайран ăна таптаса пусăрăнтараççĕ, шыв юххисем тăваççĕ. Ырă мар шăршă ан сарăлтăр тесе çиелтен ятарлă виткĕчпе тата çĕрпе хупласа хураççĕ. Юлашкинчен нумай çул ÿсекен курăк акса çитĕнтереççĕ. Çапла вара, иртен-çÿрен куçне малашне сăнсăр çÿп-çап купи мар, илемлĕ сăрт савăнтарĕ.

Палăртмалла, ку проекта экологсем ырланă. Унпа ытти регионра та анлă усă кураççĕ.