Чăваш радиора икĕ уйăха пынă акци вĕçленнĕ

2 уйăхра - 2 пине яхăн хурав. Чăваш радиора „Пирĕнпе пĕр хум çинче пул“ çуллахи акци вĕçленчĕ. Ун вăхăтĕнче итлекенсем асăнмалăх парнесем выляса илме пултарнă.

Владимир Тимофеев, Павел Иритков

Акци йĕркипе килĕшÿллĕн, Чăваш радио эфирĕнче кашни кун вăйă валли пĕр сăмах янăранă. Ăна илтсен, итлекенсен пирĕн телерадиокомпани сайтĕнчи ятарлă пускăчпа каçса, çав сăмаха тата хăйсемпе çыхăнмалли хыпара çырмалла пулнă. Кам пĕрремĕш – çав çĕнтерĕçĕ. Кунне вăтамран 30 - 40 хурав пулнă.

- Ку пире, паллах, савăнтарать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – Чăваш радио 99,9 ФМ хумсем çинче тухнине пĕлтересси. Ăнлантăмăр, çак хумсем çинче пире ытларах Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Муркаш, Етĕрне районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш тата Çĕрпÿ хулисенче итлеççĕ. Чи хастаррисем вара Шупашкарта пурăнакансем, - тет Чăваш радио ертÿçи Эльвира Тимофеева.

Парнесене пурне те валеçсе пĕтермен. Аса илтеретĕп, çĕнтерÿçĕсем пирĕн компани паллисемлĕ календаре, виçĕ тĕслĕ фломастере тата çумăр пĕркенчĕкне тивĕçнĕ.

Йĕркелÿçĕсем конкурса хутшăннисене пурне те тав тăваççĕ, тепĕр хут Чăваш патшалăх телерадиокомпанин сайтне кĕрсе çĕнтерÿçĕсен списокне тĕрĕслеме ыйтаççĕ. Енчен унта хăвăр ята тупсан, 55 – 57 – 61 номерпе шăнкăравламалла.