Шупашкарта Василий Чапаевпа çыхăннă вырăнсем тăрăх çÿрекен хастар пулса курчĕ

Чапаевск хулинчен пуçласа Питĕр таран 2017 çухрăм велосипедпа. Самар тăрăхĕнче пурăнакан Александр Луконин Октябрьти Аслă революци 100 çул тултарнине халалласа çулçӳреве тухнă. Вăл Василий Чапаевпа çыхăннă вырăнсенче пулма тăрăшать.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Александр Луконин ирĕклĕ çулçӳревçĕ. Икĕ кустăрмаллă тусĕпе нумай пулмасть вăл Крыма çитиех кайса килнĕ. Пĕр енне кăна 1800 çухрăм парăнтарнă. 6 çул каялла вара вăл хăй çуралса ӳснĕ Чапаевск 100 çул тултарнине халалласа граждан вăрçин паттăрĕпе çыхăннă хуласенче пулнă. Чапаева асăнса уçнă кашни музея кĕрсе тухнă. Шупашкара та çитнĕ.

Халĕ велосипедист хăйĕн иртнĕ рекордне çĕнетме шутланă. 567 çухрăма хыçа хăварса Шупашкара çитнĕ. Кунти Чапаев музейне хăй çуралса ӳснĕ хула 100 çул тултарнине халалланă çулçӳрев ялавне парнелерĕ. Александр Михайлович инçе çула яланах пĕр-пĕр пархатарлă ĕçпе тухать. Хальхинче вăл тăван хулинчи Василий Чапаева асăнса лартнă палăка ытларах тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе тĕрлĕ регионти пĕр шухăшлă çынсене шырать. Монументаллă кӳлепене сыхласа хăварассишĕн тата культура эткерлĕхĕ ятне партарассишăн тăрăшать.

Çулçуревçĕ паллă çар пуçĕ Василий Чапаев пулнă вырăнсене çитесшĕн. Малалла Чулхула, Шуя, Иваново, Ярославль, Великий Новгород тата ытти хулара пулма палăртнă. Каç пулсан вăл палаткăра е паллакансем патĕнче çĕр каçать. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вăл 2017 çухрăм парăнтарса Питĕре çитмелле.