Пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче палăрнă чăваш спортсменĕсене чысларĕç

Шупашкарта çак çулла тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен çитĕнӳсемпе таврăннă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене чысларĕç. Тĕл пулу Пăр керменĕнче иртрĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Спортсменсен пĕрле тĕл пулса калаçма чылай чухне вăхăт та çук. Эрне, уйăх е çулталăкран пулакан ăмăртусене хатĕрленсе кашни минутах сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшаççĕ вĕсем. Çапла тар тăксан кăна çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулать, теççĕ. Çавра сĕтел тавра шăпах чи пултаруллисем пухăнчĕç. Анчах, кунта чылайăшĕ çук, хăшĕ-пĕри çак самантра та тĕрлĕ çĕршыври ăмăртура Чăваш Ен чысне хӳтĕлет.

Иртсе пыракан çулла спортсменсем чылай çĕршывра палăрнă. Малтанах хăлха илтменнисен спортне палăртмалла. Анастасия Мамлина Турцире пулнă 23-мĕш Сурдлимп вăййисенче сăнă ывăтса бронза медаль çĕнсе илнĕ. Вăл тата унăн тренерĕ Анатолий Прохоров Чăваш Ен пуçлăхĕн тав çырăвне тата парнине тивĕçрĕç. Оксана Дьячукан вĕренекенĕ Алексей Германов вара Польшăра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери спорт аэробикин 10-мĕш вăййисенчен чемпион пулса таврăннă. Кĕрешӳçĕсен йышĕнче Мария Кузнецована палăртмалла. Вăл Германире — ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Европа первенствинче çĕнтернĕ. Хăвăрт утакансенчен вара Клавдия Афанасьева Европăран ылтăн медальпе таврăннă. Çирĕм çухрăма чăн малтан парăнтарнă хĕре Сергей Шелтуков министр Ардальон Игнатьев хыççăн тепĕр хут Европа уçакан чăваш спортсменĕ тесе палăртрĕ.

Кире пуканĕ йăтакансен харăсах 3 çитĕнӳ. Алексей Ивановпа Анастасия Александрова Латвире иртнĕ Европа турнирĕнче çĕнтернĕ. Елчĕк район каччи Александр Павлов вара Ирландире пулнă Европа Кубокĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Шашка енĕпе иртнĕ Европа первенствинче Даниил Леонидов харăсах 3 медаль çĕнсе илнĕ: икĕ ылтăнпа пĕр кĕмĕл. Пултаруллă хĕрсемпе каччăсене физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков пысăк çитĕнӳсемшĕн тав турĕ. Ăçта пулсан та, пирĕн çĕршыв ялавĕ яланах сирĕн ятпа çĕклентĕр, терĕ. Раççей гимне малашне те тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче янратма ăнăçу сунчĕ.