Тĕп хулара тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ иртрĕ

Шупашкар уявĕн йĕркине кăçал Тĕрĕк халăхĕсен фестивальне килнĕ артистсемпе ушкăнсем хăйне евĕрлĕхпе илем кӳрсе савăнтарчĕç. Хĕрлĕ тÿремри сцена çинче пулса иртнине Александр Осипов корреспондент курса хакларĕ.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Пушкăртсен курай калаканĕсене тĕнчипе пĕлеççĕ, Урал символĕсем пирĕн сцена çинче. Шурă Шупашкар уявĕнче мухтава тивĕçлĕ самант. Çĕршыв культура министерствипе Пĕтĕм Раççейĕн Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăхĕн çурчĕ тата Шупашкар хула администрацийĕ пуçарса янипе чăвашсен тĕп хулинче Тĕрĕк халăхĕсен фестивальне ирттерчĕç. Малашне шупашкарсем тавра çĕршывăмăр тĕрĕкĕсен пултарулăхне пуçтарма май пулĕ.

Республикăмăршăн ку пысăк чыс. Хĕрлĕ лапам сцени çинче калмăк ташă ăстисем. Хăйсен тĕп хулине Элистана çывăх Экипур салара пурăнаççĕ вĕсем. Мĕне пĕлтереççĕ вĕсен хусканăвĕсем тесен: «Чи пĕлтерешли пирĕн ташăсенче ― килĕшӳллĕх. Хусканусене пур те пĕрле тусан илемлĕ курăнать. Пирĕн ташăсенче чĕр-чун пек туни ытларах ― тăрна, мулкачпа ăмăрт кайăк хусканăвĕсем. Вĕсене пĕрешкеллĕ тусан вара пурнăç илемне ăнланма пулĕ. Хĕрарăмсен кал-кал ташламалла, арçын куçĕнче çулăм курăнмалла», - терĕ ушкăн ертÿçи.

Тĕрлĕ çĕртен пухăннă Шупашкар уявне тĕрĕк чĕлхипе калаçакан культурăсен юрă-таша ăстисем. Чăвашсенчен - Самар тăрăхĕнчи Аслă Микушкелти фольклор ансамблĕ. Кĕçех вăтăр çул çитет вĕсен ушкăнĕ йĕркеленни. Чăваш юрри-ташшипе çĕршывăмăр тăрăх çаврăннă пултаруллă çынсем. Хăйсен ялĕнче ял-хуçалăх производствине ăнăçлă тытса пыраççĕ, 200 çынна яхăн ĕçлет унта вĕсен. «Выльăх нумай усратпăр, тыр-пулă туса илетпĕр», терĕç. Пĕр япала ыраттарать вĕсен чунĕсене - 1964-мĕш çулта ялти шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахнă. Уроксене халĕ те çĕнĕрен йĕркелесе яраймаççĕ.

«Жанашым» чăвашла «чунăмçăм» тенине пĕлтерет, терĕç пире тутар- тусăмсем. Тутарстанри нефть кăларакан Азнакаево тăрăхĕнчен çитнĕ вĕсем. Чаплă ушкăна хутшăнакан артистсем тĕнче тăрăх çӳреççĕ, ăсталăхне пысăк хуласенче кăтартма май килни çинчен каларĕç. «Пирĕн ташă ăстисем те пур. Ытларах йăла юррисене юрлама кăмăллатпăр. Шупашкарта килĕшрĕ пире. Питĕ анлă хула пек туйăнчĕ вăл. Сывлама ирĕклĕ кунта. Халăх питĕ ырă кăмăллă сирĕн», терĕç хăнасем.

Вунпĕр ушкăн тĕрлĕ регионтан пухăннă уява. Хăнасемпе шупашкарсене республика ертÿçисемпе депутатсем, Мускавран килнĕ специалистсем саламларĕç.