Ятарлă техника – тĕп хула урамĕсенче

Сехетре 10 çухрăм хăвăртлăхпа. Шупашкар уявĕнче пĕрремĕш хут техника парачĕ иртрĕ. Тĕрлĕ хăватлă трактор-машинпа Леонид Петров корреспондент çывăхрах паллашрĕ.

Леонид Петров, Игорь Ульянов, Павел Иритков

Кун пек калăпăшлă парад хула кунĕнче пулман-ха. Унта 30 предприятипе организацисен 150 техники хутшăнать. Моторсене тапратмалли çинчен сирена сасси пĕлтерчĕ. Техника ушкăнне çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн автомашини ертсе пычĕ. Полицисем те йĕркене ĕç-пуç тăршшĕпех сыхларĕç. Колонна пуçĕнче ретро автомобильсем: «Победа», «Волга», «Чайка», «Москвич» тата ыттисем. 20 ĕмĕрте кăларнăскерсемпе вĕсен хуçисем кашни хула уявне хутшăнма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ предприятире ĕçлекенсем тата куракансем парада хавхаланса кĕтсе илчĕç.

Колоннăра çавăн пекех коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи техникăна курма пулчĕ. Вĕсене тĕп хулана тирпейлĕхре тытса тăма çулталăкĕпех усă кураççĕ. Кунта асфальт çумалли, çулсене юртан тасатмалли агрегатсемпе тракторсем. Унсăр пуçне полици, пушар, васкавлă пулăшу машинисем.

Парада пула çула хупни те çынсен кăмăлне пăсмарĕ. Нумайăшĕ асăнмалăх сăн ÿкерĕнме тăрăшрĕç.