Йывăр чирлĕ ачасем валли Шупашкарта ятарлă вылямалли лаптăк йĕркеленĕ

Вăл «Çĕнĕ хула» микрорайонта вырнаçнă. Ытти ача-пăча лаптăкĕсенчен нумай енĕпе уйрăлса тăрать. Çĕнĕлĕхе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хакларĕ.

Вероника Павлова, Надежда Андреева, Михаил Солин

Пушă вăхăта кăсăклă тата усăллă ирттерме кунта майсем çителĕклĕ. Вылямалли лаптăка ашшĕ- амăшĕ ачисемпе пĕрле хаклама ир-ирех пухăнчĕ. Лидия Смирнова та чуччупа ярăнса курасшăн килнĕ. Хăйне евĕрлĕ вылямалли хатĕрсемпе сывă ачасем кăна мар, йывăр чирлисем те усă курма пултараççĕ. Ваççăпа Ваня – йĕкĕрешсем. Вĕсем хавшак сывлăхлă. Лаптăка хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тунине кура пĕр тăвансем кунта шикленмеççĕ.

Вылямалли лаптăк пысăках мар пулин те, кăсăкли чылай кунта. Пухăннисем сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсене хакларĕç. Сусăр ачасене вĕсем питĕ кирлĕ.

Проекта пурнăçа кĕртме икĕ миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Усламçăсем укçа парса пулăшнă. «Это Чудо» ыр кăмăллăх фончĕ те, хула çыннисем те лайăх ĕçе хутшăннă. Ача-пăча лаптăкне çитмелли çула халăх тăрăшнипе тунă. Кашниех ятарлă акцие хутшăнса 100 тенкĕлĕх кирпĕч туяннă, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ.

Йывăр чирлекен ачасем валли вылямалли вырăн Шупашкарта хальлĕхе пĕрре. Лаптăка йĕркелекенсем ырă пуçару хулан ытти районĕсенче те сарăласса шанаççĕ. Сăмахран, Атăл хĕрринче те сусăр ачасен вăхăтне хаваслă ирттерме ятарлă вырăн пулсан аванччĕ.