Муркаш районĕнчи Кашмаш шкулне хупма йышăннă

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕччен 9 кун юлчĕ. Чăваш Енри 950 ытла шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ. Муркаш районĕнчи кашмашсем вара ялти пĕлӳ çурчĕ хупăнма пултарнипе пăшăрханаççĕ.

Алексей Енейкин

Кашмаш шкулне 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех лартнă. Ĕлĕк ялта ачасем йышлă пулнă. Халĕ вара сахал. Кунта 2005 çултах пĕлӳ çуртне çĕнетес е хупас ыйту çĕкленĕ. Ун чухне шкула культура çурчĕпе пĕрлештересси пирки те калаçу пулнă. Анчах халăх çакна ырламан. Унтан ĕç-пуç вăраха кайнă. Вĕренӳ çурчĕн шăпипе çыхăннă ыйтусене ку таранччен те татса паман. Нумай пулмасть, Роспотребнадзор тĕрĕслевĕ хыççăн шкула хупма йышăннă. Кунта апат пĕçермелли цех та, шыв тата канализаци пăрăхĕсем çук. Унсăр пуçне спорт залĕ, çуртсене çыхăнтаракан ăшă пӳлĕмсем кирлĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ енчен те чылай çитменлĕх палăртнă: сигнализаци тата инкек тухас пулсан пушар хуралне тӳрремĕн систерекен тытăм ĕçлемест. Юлашки экспертиза шкула юхăннă тесе йышăннă. Ăна халĕ юсама та май çук. Çĕнĕ шкула вара 2023 çулта çеç хăпартма пуçласшăн, енчен те ялта ачасен шучĕ тата ытларах чакса каймасан. Хальлĕхе вара Кашмашра вĕреннĕскерсен çывăхри Çатракассине е Муркаша çӳремелле пулать. Ку тĕллевпе икĕ автобус уйăрма палăртнă. Кунта та тепĕр ыйту канăç памасть халăха. Муркаш шкулĕнче вырăн çителĕксĕр, иккен. Вĕренӳ ĕçĕнче иккĕмĕш смена йĕркелени кăна лару-тăрăва улăштарма пултарать.

Халĕ кашмашсем пĕлÿ çурчĕ çине çырса çапнă сăвă йĕркисене кĕлĕ евĕр вулаççĕ.

Шкул сукмакне çерем ан пустăр,
Паян, ыран та, малашне.
Кашмаш ял шкулĕ ĕмĕр пултăр,
Пĕлӳ пухма ачасене! - тесе çырни пуш сăмахсем çеç ан пулччăр, теççĕ вĕсем. Кивĕ шкул хупăнсан та, çĕннине кĕтсе илес шанăç хальлĕхе вилмен-ха.