«Çĕнĕ хула» микрорайонта аслисен тата ача-пăча поликлиники уçăлчĕ

Хальлĕхе кунта 3 участок тухтăрĕ, педиатрсем, акушер ĕçлеççĕ. Малашне кардиолог, невролог, эндокринолог пулĕç. Çĕнĕ больницăпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Оксана Баскакова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов

Ку сиплев çурчĕ виççĕмĕш ача-пăча больницин йышне кĕрет. Аслисен - хулари 1-мĕш клиника больницине. Хальлĕхе кунта - 3 участок тухтăрĕ тата акушер. Ытти специалистсем те кĕç-вĕç килмелле.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурта лайăх хатĕрленине палăртрĕ. Пациентсемпе, тухтăрсемпе калаçрĕ. Поликлиника уçăлнăшăн ытларах ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесен унччен вĕсен ачисем чирлес-тăвас пулсан хулари Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи сиплев çуртне илсе каймалла пулнă.

Çĕнĕ хулара хальлĕхе 850 ача, вĕсен йышĕ ÿссе пырас пирки иккĕленÿ çук. Çавăнпа та педиатрсем профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Поликлиникăра тин çуралнă пепкесене те, 17 -ри çамрăксене те йышăнма майсем пур. Илемлĕ сĕтел-пукан, теттесемпе вăйăсем, мультфильмсем кăтартни ача-пăчана больницăра кичемленме памĕç. Çывăхрах - аслисен поликлиники. Кунта анализсем пама, тĕрĕслеве каймалли направлени тата чирлесен ĕçрен хăтаракан справка илме пулать. 3 терапевтран иккĕшĕ çак микрорайонтах пурăнаççĕ. Вĕсене больницăна çÿреймен чирлĕ çынсем патне килне çитме меллĕ пулĕ.

Больницăна хута яма 12 миллион тенкĕ тăкакланă. Строительсем хăйсен ĕçне вăхăтра, тĕплĕ тунă. Больницăра пушă вырăн çук, çавăнпа кунта хупă пӳлĕмсем те пулмĕç.