Чăваш Енре çĕршыври велосипедистсем ăмăртрĕç

Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Трофимов ячĕпе йăлана кĕнĕ çĕршыври маунтинбайк ăмăртăвĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин

Çĕршыври чи вăйлă велосипедистсем ку тăрăхри çырма-çатраллă вырăнта йĕркеленĕ ăмăрту çулне аван пĕлеççĕ. Маунтинбайк турнирĕ спортсменсене кăçалхипе 20-мĕш хут пухрĕ. Ăмăртусене Чăваш Енрен, Мускав, Ленинград, Чулхула, Самар облаçĕсенчен тата Удмуртпа Тутарстан республикисенчен 150 ытла хĕрпе каччă хутшăнчĕ. Вĕсем 6-шар ушкăна пайланса пылчăклă çула çăрса такăрлатрĕç.

- Паян çумăр çурĕ, питĕ йывăр. Ӳкесси те пулчĕ, - тет Раççей спорт мастерĕ Кристина Ильина.

Кристина хальхи вăхăтра Питĕр хулин чысне хÿтĕлет. Вăл тата ытти паллă спортсмен малтанхи çитĕнĕвĕсене шăпах çак трасса çинче туптанă. Нумайăшĕ тăван çĕрте иртекен ăмăртусенчен айккинче юлма пултараймастпăр, терĕç. Кунта çуралса ӳснĕ Раççей чемпионĕ, Пекинра иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннă Вера Андреева нумай пулмасть кăна ача çуратнă пулин те, тупăшăва хаваспах хутшăнчĕ. Хĕрарăмсен йышĕнче вăл 2-мĕш вырăна тухрĕ.

Икĕ куна пынă ăмăртусенче 33 чăваш спортсменĕ пьедестал çине тăма тивĕç пулчĕ. Вĕсенчен 10-шĕ хайсен ушкăнĕсенче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерӳçĕсене кубоксемпе, медальсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысларĕç. Кĕçех ― утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăн пĕрлештернĕ ушкăнĕ маунтинбайк енĕпе Мускавра иртекен çĕршыв чемпионатне хутшăнĕ. Çурла уйăхĕнче вара Патăрьел районĕнчи Нăрваш-Шăхалĕнче Ирина Калентьева парнисемшĕн черетлĕ турнир пулмалла.