Шупашкар çыннисемпе хăнисем Пултарулăх бульварне такăрлатрĕç

Вăл кашни çулах хула çуралнă кун Карл Маркс урамĕпе Ленин проспектĕнче уçăлать. Кăçал та кунта курмалли сахал мар пулчĕ. Халăха юрă-ташă ушкăнĕсем, спортсменсем, ал ăстисем савăнтарчĕç. Пирĕн телерадиокомпани те айккинче юлмарĕ - Пултарулăх бульварĕнче „уçă эфир“ ирттерчĕ.

Екатерина Фомина, Павел Иритков, Игорь Ульянов

Тăватă сехет Пултарулăх бульварĕ кĕрлесе тăчĕ. Пĕр çĕрте юрăçсем, ал ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, тепĕр çĕрте, акă, баскетболистсен «Чебоксаркие ястребы» ушкăнĕ ăсталăхне кăтартать. Чи хастар куракансем пĕрле сăн ÿкерĕнме, конкурссене хутшăнма, ташлама васкаççĕ.

Бульварта Шупашкарти предприятисем валли те вырăн тупăннă. Курса çÿрекенсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ хатĕрсене пахалама пултарчĕç. Пылак çимĕç юратакансем „Волга Айс“ предприяти лаптăкĕ умĕнчен татăлма пĕлмерĕç. Вăйăсене хастар хутшăнакан ача-пăча мороженăйпа сăйланчĕ.

Кăçал пирĕн телерадиокомпани те уява хутшăнса кураканĕсемпе, итлекенĕсене савăнăç парнелерĕ. Кăларăмсене ертсе пыракансем конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç. Хула кунне уявлама Любовь Адюкова çемйипе пĕрле ятарласа Елчĕкрен çитнĕ. Ыйтусен хуравĕсене вăл хăвăртах тупрĕ.

Пултарулăх бульварĕпе уçăлса çÿрекенсене журналистсем ташă картине те йыхравларĕç. Флешмоб кăсăк та хаваслă иртрĕ. Ансат хусканусене вĕренме вăхăт нумаях та кирлĕ пулмарĕ. Алла микрофон тытса, камера умне тăрса сăн ÿкерĕнес, уявпа саламлас текен те йышлăн пулчĕ.

“Чувашия“ телерадиокомпани икĕ конкурс йĕркеленĕ. Пултарулăх бульварĕнче пирĕн журналистсемпе тунă сăн ÿкерчĕксене „В контакте“ сайтри ушкăна вырнаçтармалла. Пĕтĕмлетÿсем çурла уйăхĕн 25 мĕшĕнче паллă пулĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Пултарулăх бульварĕпе Республика ертÿçи Михаил Игнатьев утса тухрĕ. Вăл пирĕн лапам патĕнче те чарăнчĕ. Куçса çÿрекен телестанци епле ĕçленипе паллашрĕ, эфирта юратнă хулана çуралнă кунпа саламларĕ.