Шупашкар çыннисемпе хăнисем Чапаевпа чей ĕçрĕç

Хула кунне паллă тăвакансем Чапаев скверĕнче тутлă та техĕмлĕ чейпе сăйланчĕç. Хĕрлĕ тÿремре вара йăлана кĕнĕ çемье фестивалĕ - «Аистенок» иртрĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Чапаев скверĕнче уяв ирех пуçланчĕ. Иртсе çӳрекенсем чарăнмасăр иртеймерĕç. Уява йĕркелекенсем пурне те сăмаварта вĕретнĕ чейпе, пылак çимĕçпе хăналарĕç. «Чапай чей ĕçме чĕнет» проекта хутшăнакансем самантлăха 100 çул каяллахи пурнăçа таврăнаççĕ. Уявра асатте-асаннесен вăхăтĕнчи вăйăсемпе, юрă-ташăпа, авалхи çи-пуçпа тата апат-çимĕçпе паллашма пулать.

Граждан вăрçи вăхăтĕнчи пек тумланнă салтаксем те илĕртрĕç халăха. Историри пулăмсемпе паллаштарчĕç. Ĕлĕкхи хĕç-пăшал, çар çыннисен тумĕ пирки каласа кăтартрĕç. Кунтах темиçе Чапаев çÿрерĕ. Пухăннисем вĕсене хаваслăн саламларĕç.

Хăнасем валли кунта чылай вайă, конкурссем тата парнесем хатĕрленĕ. Ватти те, вĕтти те чейпе сăйланнă май юрă-кулă, шÿт-халап итлесе хавхаланчĕ. Унтан пурте пĕрле Чапаев палăкĕ тавра карталанса çаврăнчĕç. Хула кунне халалланă ĕç-пуç ытти лаптăксенче те хĕрсе пычĕ. Хĕрлĕ тӳремре, акă, «Аистенок» конкурс иртрĕ.

Фестивале иртнĕ 8 çулта та пĕтĕмпе 400 çемье хутшăннă пулсан, кăçал 123-ĕн кăмăл тунă. Вĕсем 4 номинаципе хатĕрленнĕ. Кÿмесене юмах, экологи, пуласлăх, патриотизм тата наци темипе илемлетнĕ.

Кашни çемье ача кӳми çине пепкисене лартса Хĕрлĕ тӳремпе утса тухрĕ. Çак йышра тем тĕрли те пулчĕ: кăмака, машин, тухатмăш карчăк çурчĕ, космос карапĕ тата ытти те.

Çемьесен пултарулăхне тӳресем хакларĕç, кашни номинацирех çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Чи чаплă парнене - 20 пин тенкĕлĕх сертификата Ушаковсен çемйи тивĕçрĕ.