Хула кунĕ умĕн Шупашкарта 2 ача сачĕ уçăлчĕ

Шупашкар çуралнă кун тĕлне çĕнĕ обьектсем хута ярасси йăлана кĕнĕ. Республикăн тĕп хулинче харăсах икĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Пĕри – Алькеш поселокĕнче, тепри «Радужный» микрорайонта. Савăнăçлă ĕç-пуçа Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Алькеш поселокĕнче пурăнакансем ача сачĕ уçăласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çĕнĕ микрорайонта çамрăк çемьесем тĕпленнĕ, ачасен йышĕ ÿссе пырать. Унччен ашшĕ - амăшĕн ачи-пăчине хулан ытти районĕсенчи сатиксене илсе çÿреме тивнĕ, кансĕр пулнă. Сатике темиçе çул каяллах уçма палăртнă. 2015 çулта подрядчик ĕçе пуçăннă, анчах укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çурта тума чарăннă. Правительство лару-тăрăва тÿрлетес ĕçе хăй çине илнĕ, федераци тата республика хыснинчен укçа уйăрнă. Сатике туса пĕтерме 140 миллион тенкĕ усă курнă. Çĕнĕ сатикре ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем çителĕклĕ: музыка тата спорт залĕсем, медицина пÿлĕмĕсем ача-пăчана йышăнма хатĕр. Шывра ишме вĕренме – хальхи йышши бассейн. Лаборатори те пур. Вăйă урлă ачасем тавралăхпа, çут тĕнчепе паллашаççĕ. Республика Пуçлăхĕ учрежденипе паллашнă май ашшĕ-амăшĕпе тата ачасемпе калаçрĕ, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлесшĕн пулчĕ. Кĕçех сатик пĕтĕм хăватпа ĕçлеме пуçлĕ. «Радужный» микрорайонта та пысăк савăнăç, кунта та ача сачĕ уçăлчĕ. Вăл пысăках мар – 160 вырăнлăх. Çапах та питĕ кирлĕ ку тăрăхра пурăнакансене. Иртнĕ 5 çулта Чăваш Енри ача сачĕсенче 22 пин хушма вырăн йĕркеленĕ. Çулталăк вĕçлениччен Канашра тепĕр 240 ача валли вĕренÿпе воспитани учрежденийĕ хута яма палăртаççĕ.