Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçине Ольга Зайцевана юлашки çула ăсатрĕç

Йывăр чире пула çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ольга Зайцева пурнăçран уйрăлни пирки пĕлтернĕччĕ эпир. Паян ăна юлашки çула ăсатрĕç.

Ольга Зайцева – республикăра паллă çын. Нумай вăхăт медицина страхлавĕн тытăмĕнче ĕçленĕ. Ике хутчен ăна Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Унта Социаллă политикăпа сывлăх сыхлавĕ тата физкультурăпа спорт комитетне ертсе пынă. 2009-мĕш çултанпа республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçинче тăрăшнă. Вăл пуçарнипе хастарсен пĕрлĕхĕ тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ. Çав шутра ракпа чирлĕ çынсене пулăшма тесе ятарлă проект хатĕрленĕ. Усал чире хирĕç хăй те 6 çул кĕрешнĕ, çав вăхăтрах ĕçрен пăрăнман. Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Ыркăмăллăх фончĕн попечитель канашĕн ертÿçи Лариса Игнатьева каланă тăрăх Ольга Зайцева яланах халăхпа пĕрле пулма, инкеке лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшнă. – Эпир унăн çутă сăнарне яланах асра тытăпăр, Ольга Юрьевна пуçарнă ĕçсене малалла туса пырăпăр, - терĕ вăл.