Чăваш Енре гриппран прививка тума пуçланă

Чăваш Ене гриппран сыхланма пулăшакан вакцинăн пĕрремĕш пайĕ çитнĕ. Тухтăрсем кĕркунне çитиччен республикăра пурăнакансене прививка тутарма йыхравлаççĕ. Вăхăтра тунă тĕрĕс утăм сывлăха упрама май парĕ.

Леонид Петров, Павел Иритков

Сывлăха хаяр чиртен хÿтĕлеме пулăшакан эмеле чи малтан Сывлăх сыхлавĕн ведомствинче тăрăшакансем тивĕçрĕç. Наци календарĕпе килĕшÿллĕн медицина ĕçченĕсене, педагогсене, коммуналлă хуçалăхра тата транспорт тытăмĕнче вăй хуракансене, салтака кайма хатĕрленекенсене, ватăсене, шала кайнă чирпе аптăракансене тÿлевсĕрех прививка тăваççĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах çын вакцинацире пулать, грипп сарăлас хăрушлăх çавăн чухлĕ ытларах чакать. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каланă тăрăх кăçал вакцина иртерех çитнĕ, ытти çул вăл çурла уйăхĕн вĕçĕнче кăна пулнă. Халь илсе килнĕ вакцина 176 пин çынна прививка тума çитет. Ăна сиплев учрежденийĕсене валеçнĕ ĕнтĕ. Çав шутрах ачасем валли те. Кăçал Чăваш Енре сахалтан та 500 пин çынна прививка тума палăртнă.