Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк ялĕнче часовня хута кайрĕ

Ăна çак тăрăхран тухнă çынсен тата кунта пурăнакансен вăйĕпе лартнă.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Çăл Атăк ял пуçĕнчи сăртлă вырăнта темиçе ĕмĕр каяллах 7 çăлкуç тапса тăнă. Шыв сарăлса юхнă тĕлте шурлăхлă вырăн пулнă. Кунта ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕхе шăварма çӳренĕ. 2010 çулта Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава 7 çăл юхса пĕрлешекен вырăнта ял халăхне шыва кĕмелли вырăн тума пехил панă. Унтан çак ялта çуралса ӳснĕ, Çĕнĕ Шупашкар чиркĕвĕн пачăшки пулнă Илия атте пуçарăвĕпе ял-йыш çийĕнчех ĕçе кÿлĕннĕ. Каярах часовня тума пуçланă. Укçа-тенкĕпе Çăл Атăкри тата кунтан тухнă усламçăсем пулăшнă. Ырă ĕçе çывăхри ялсем те хутшăннă. Уйрăмах Александр Едриванова палăртмалла. Чылай çул вăл Чĕмпĕр тăрăхĕнче чиркӳсем лартса çӳренĕскер 17 çула яхăн Çĕрпӳри Тихвин мăнастирне çĕнетнĕ. Халĕ хăй хатĕрленĕ проектсемпе часовньăсем тăвать. Турă хăват кăтартнă хыççăн яланах пархатарлă ĕçре тăрăшас килнине калать ăста. Хусанти Турă амăшĕн сăнĕ ячĕпе лартнă часовньăна Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор çветтить турĕ. Уява районти тĕрлĕ чиркӳ пачăшкисем, таврари ялсенче пурăнакансем пухăнчĕç. Часовньăпа юнашарах çăлатăксем пысăк йывăç хĕрес вырнаçтарнă. Ăна та Феодор епископ кĕлĕ туса тата тур шывĕ сапса тасатрĕ. Çак сăвапла вырăна халĕ Турă хăватне шанакансем тĕн уявĕсенче кăна мар, яланах çӳреме пултараççĕ.