Андриян Николаев ячĕллĕ паркра Шупашкар çуралнă куна халалланă флешмоб иртрĕ

Шупашкар çуралнă кун çывхарса килет. Çавна кура тĕп хулара ăна халалланă тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Вĕсенче ача-пăча та хастар. Хулари ача сачĕсене çÿрекенсем Андриян Николаев ячĕллĕ паркра йĕркеленĕ флешмоба хутшăнчĕç.

Оксана Баскакова, Михаил Солин

Уяв «Шупашкар-çĕр çинчи чи лайăх хула» ятпа иртрĕ. Флешмоба çичĕ ача сачĕ хутшăнчĕ. Кашни ушкăн хайĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн хаваслă зарядка пуçланчĕ. Ачасем савăнсах тĕрлĕ хускану турĕç. Йĕркелÿçĕсем вĕсене чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, пултаруллă çыннисемпе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç. Воспитательсем ачасене чăвашла калаçма, тăван чĕлхене юратма вĕрентеççĕ. Çакă вăйă йĕркипе пулса пырать. Уява ачасен ӳкерчĕкĕсем илем кӳчĕç. Курава та Шупашкар çуралнă куна халалланă. Хулан пĕчĕк çыннисем хăйсем юратнă вырăнсене, палăксене сăнланă. Иртсе çӳрекенсем те вĕсен пултарулăхĕпе паллашса уйрăмах килĕшнĕ ӳкĕрчĕкшĕн сасăлама пултарчĕç. Вăйă лаптăкĕсенче ачасем хаваспах тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç. Чи хастаррисем парнесене тивĕçрĕç.