Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене илемлетес тĕлĕшпе конкурс иртет

Ĕçсене хаклакан комиссипе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çÿрерĕ.

Оксана Баскакова, Михаил Солин

Асанне кĕнчели, шушка çыххипе сăмавар тата çатан карта. Халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса авалхи хатĕрсене усă курса илемлетнĕ хăшпĕр картише Шупашкарти Мускав районĕнче. Вăхăт иртнĕçемĕн манăçа тухнă хатĕрсемпе çамрăксене Клавдия Иванова паллаштарать. Вăл 79-та пулин те, халĕ те çăм арлать, ачасене ал ĕç тума вĕрентет. Николаев урамĕнчи 55-мĕш çурт картишне вара чечексем илем кÿреççĕ. Çуртра пурăнакансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Надежда Орлова вĕсем кашни çул нумайланнине палăртрĕ. Ятарласа йĕркеленĕ кану кĕтесĕ кунта пурăнакансене çеç мар, иртен-çӳрене те илĕртет, кăмăла çĕклет. Хула конкурсне патшалăх учрежденийĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, 13-мĕш ача сачĕн таврашĕнче -альпинари, чечек йаранĕсем, тĕрлĕ кӳлепе, юмахсенчи сăнарсем. Сатикре ĕçлекенсене çак лаптăка илем кÿме ачасен ашшĕ-амăшĕ те самай пулăшнă. Чукун çул хуçалăхĕнче те хăтлă, илĕртӳллĕ лапамсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кунти пăравуссене, ăмăрткайăк кĕлеткисене тата авалхи сехетсене сăнаса предприяти епле аталанса пынине ăнкарма пулать. Кăçал хула конкурсне хутшăнма 33 заявка тăратнă. Ку пĕлтĕрхинчен нумайрах. Çĕнтерӳçĕсене суйланă чухне чылай кăтартăва шута илĕç. Чи лайăххисене 5 ушкăнта палăртĕç. Конкурса хула кунĕ умĕн пĕтĕмлетĕç.