Вăрçă ветеранĕсен республикăри «Доблесть» обществăлла пĕрлешĕвĕ сусăрсене пулăшать

Хĕрÿ çапăçу выранĕсенче пулнă ветерана - çăмăллăх. Куславккара пурăнакан 1-мĕш ушкăнри инвалид çак кунсенче куçса çÿремелли электроприводлă кÿмене тивĕçрĕ.

Леонид Петров, Зинаида Паршагина

Константин Антонов хăй вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказра çапăçнă. Унăн сывлăхĕ вара вăрçăран таврăнсан хавшама пуçланă. Çакăн пирки сусăра кÿме илме йывăр пулнă. Урамра вал хăйне пулăшакансăр çÿреме пултарайман. Инкекре арçынна вăрçă ветеранĕсен республикăри «Доблесть» обществăлла пĕрлешĕвĕ пулăшнă. Организаци ветерана тухса çÿреме пулăшакан кÿмепе тивĕçтернĕ. Паллах, çак транспорт хваттерте сахал мар вырăн йышăнĕ. Вырăнти муниципалитет ертÿçисем çакна шута илнĕ. Ыйтăва эрне вĕçлениччен татса пама шантарнă. Кÿмене çуртăн 1-мĕш хутĕнче хăварма коммуналлă çăмăллăх кÿрекен компани пÿлĕм уйăрĕ.

Обществăлла пĕрлешÿ хастарĕ Владимир Сурков каланă тăрăх «Доблесть» обществăлла организаци 20 çул ĕнтĕ вăрçăллă-хирĕçÿллĕ вырăнсенче хĕсметре пулнă салтак-ветерансен социаллă ыйтăвĕсене татса парас тесе тăрăшать. Хастарсем тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсен çемйисене те манмаççĕ.