Вăрнар районĕнчи Çĕньялта юмана халалланă уяв иртрĕ

Вăрнар районĕнчи Çĕньял хĕрринче ватă юман саркаланса ларать. Ялти çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ăна тăватă ĕмĕр каяллах лартнă. Вăл 1790 çулта Нурăсран куçса килнĕ 9 йăх пуçласа янă Çĕньялтан пĕр икçĕр çул аслăрах пулса тухать. Халĕ кунта 88 кил хуçалăхĕ, 186 çын пурăнать. Асаттесем авалтан юмана хисеп тунине асра тытса, çĕньялсем те ватă йывăçа сума суса уяв ирттерме тытăннă.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Çĕньял пуçĕнчи лаштра юмана ыталама виç çыннăн ытамĕ те çитес çук, вăл темиçе хăлаçа кăна кĕрейĕ. Миçе ăру ылмашăвне, мĕн тĕрлĕ самана улшăнăвне курнă çак ватă йывăç – темле тăвăлпа аçа-çиçĕмре те хур курман. Таврари чи аслă юмана сума суса ирттерекен уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова хавхалантаракан сăмахпа уçрĕ.
Уява ватти-вĕтти пуçтарăннă, кашни ĕçме-çиме илсе килнĕ. Юрлакансем те, ташлакансем те – вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем. Тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса пурăнас тени ялти кашни çынра туйăнать. Çын та, йывăç пекех, тымарлă-çке-ха: унăн йăх-кăкĕ пур. Шупашкарта пурăнакан Николай Ефимов, сăмахран, архивра ларсах хăйĕн тăван-пĕтенне темиçе сыпăк таран шыраса тупнă. Хут çине ÿкернĕ туратăн-туратăн ĕрчесе пынă ăру тăван ял хĕрринчи капмар юман пек сăнарланнă. Вара Николай Архиповичăн çак йывăç миçе çул ÿснине пĕлесси килсе кайнă. 16-мĕш ĕмĕрте ку тăрăхра ĕмĕрхи вăрман кашласа ларнă ĕнтĕ. Тепĕр икçĕр çул иртсен вулăс центрĕ шутланнă Нурăсран 9 йăх уйрăлса тухса кунта куçса килнĕ, çĕнĕ ял пуçласа ярса Çĕньял тесе ят панă. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхăн, паллах, вăрмана кăклама тивнĕ. Анчах çак сыхланса юлнă патвар юманăн 21 ĕмĕрти чăвашсене те курма пÿрнĕ. Яла пĕрлештерсе тăванлăх туйăмне çирĕплетекен уяв кун каçа пычĕ. Чĕлхи пулсан, асатте-асаннесен тăватă ĕмĕр тăршшĕнчи нуши-тертне курса ÿснĕ юман çĕньялсене ваттисен ячĕпе тав тунă пулĕччĕ. Шăпах çакăн çинчен калаçнăн туйăнчĕç те унăн ăшă варкăшпа чÿхенсе тăракан çулçисем.