Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче фельдшер пункчĕ уçăлчĕ

2013-мĕш çултанпа Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетмелли программа ĕçлет. Вăл кашни районтах ăнăçлăн пурнăçланать. Çак кунсенче Красноармейски тăрăхĕнче республикăри 133-мĕш çĕнĕ ФАП уçăлчĕ.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев

Çак савăнăçлă куна Тусай халăхĕ чылай çул кĕтнĕ. Кунти малтанхи фельдшер пункчĕ ял вĕçĕнче ларнă. Кивелсе кайнăскере хупма тивнĕ. Çĕнĕ сиплев çуртне вара пурне те меллĕ пултăр тесе ял варрине, лавккапа Культура çурчĕ çумне лартнă. Унăн хакĕ - 3 миллион тенкĕ ытла. Тусай ялĕнче халĕ 350 çын пурăнать. Красноармейски районĕнче вара çулталăк вĕçлениччен тепĕр 2 фельдшер пункчĕ уçма палăртнă.