Пирĕн ентеш Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитрĕ

Вăл 1962-мĕш çулта «Восток-3» караппа пĕрремĕш хут космоса вĕçсе кайнă, унта 4 талăк пулнă. Çакна халалласа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç иртрĕ.

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Игорь Ульянов

Андриян Николаева сума сăвакансем мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван ялне, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăла, йышлăн пухăнчĕç. Ĕçтешне асăнма Николай Бударин, Валерий Корзун, Борис Волынов космонавтсем те килнĕ. Пухӑннисем Николаевпа пӗрле пулнӑ самантсене, ӑна тӗнче уҫлӑхне ӑсатнӑ вӑхӑта аса илчӗҫ. 1962-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче космоса «Восток-3» карап хӑпарнӑ хыпар тӗнчипех сарӑлнӑ. Ӑна чӑваш ҫынни Андриян Николаев тытса пынӑ. Летчик-космонавт 4 талӑкра ҫӗр чӑмӑрӗ тавра 64 хутчен ҫаврӑннӑ. Николаевпа пӗр вӑхӑтрах «Восток-4» караппа Павел Попович вӗҫнӗ. Ҫакӑ ушкӑнлӑ пӗрремӗш вӗҫев шутланнӑ. Унсӑр пуҫне Андриян Николаев космосра чи нумай вӑхӑт пулассипе рекорд кӑтартнӑ тата вӑл пӗрремӗшӗ креслӑран вӗҫерӗнсе карапра хӑй тӗллӗн вӗҫнӗ. Ентешĕмĕре Чăваш Енре асрах тытаççĕ. Шупашкарта ун ячĕпе урам, ача-пăча паркĕ хисепленсе тăраççĕ, палăксем лартнă, ăмăртусем йĕркелеççĕ. Паян та Андриян Николаева асăнса велочупу иртрĕ.

Уява пухăннисем музейри экспонатсемпе те паллашрĕç. Кăçал кунта чăваш космонавчĕн „Волга“ машинĕ те выран тупнă. Ăна Андриян Григорьевич 1990-мĕш çулта туяннă. Малтан унпа хăй çÿренĕ, кайран тăванĕсене парнеленĕ. Паянхи паллă кун пирки вара радиоçыхăну пулăшнипе пĕтĕм тĕнче пĕлчĕ. Андриян Николаев уçлăха вĕçсе хапарнăранпа 55 çул çитнине республикăра анлăн паллă турĕç. Шупашкарта та çак кун пысăк уяв иртрĕ.