12 декабря 2017 20:50   -3°   $59.23 €69.80

11.08.2017 19:02

Республикăра хĕрÿ тапхăр – вырма пырать

Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, тыр-пула пухса кĕртме Хĕрлĕ Чутай районĕ кăна тухман. Вырма мĕнле пынипе паллашма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр кунта виçĕ района çитрĕ.

Леонид Петров, Владимир Синдеев

Пĕрремĕш чарăну Çĕрпÿ районĕнче пулчĕ. «Авангард» пĕрлешĕве кĕрекен «Цивильский бекон» хуçалăх уй-хирĕнче ĕç вĕрет. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем кунта 3 пин те 700 ытла гектар йышăнаççĕ. Вырмана 4 кун каялла тухнă. Тухăç япăх мар.

Йĕркене çирĕп пăхăнни ĕçе хăвăрт тума, вăхăтпа тĕрĕс усă курма пулăшать. Çакна «Воддорстрой» пĕрлешÿре те лайăх ăнланаççĕ. Уя 7 комбайн кăларнă. Тырă вырнипе пĕрлех хуçалăхра кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Улăма та сая ямаççĕ. Тĕркемсене пуçтарса кĕртеççĕ. Çĕрпÿ районĕнче тыр-пула 21 пин те 290 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальлĕхе мĕн пур лаптăкăн 6 процентне кăна тирпейленĕ.

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăн техники те уй-хирте. Кунта тыр-пула 300 гектар çинчен çапса илнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех кĕрхисене акма 1200 гектар çĕр хатĕрлесе хăварнă. Йĕтем çинче ĕçе мĕнле йĕркеленине Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕпчерĕ. Тыр типĕтмелли хатĕрсем пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. Тухăçа типĕтсе тасатнă хыççăн тÿрех управăшсене хураççĕ.

Вăрнар районĕнчи хресченсем те уяр çанталăкпа усă курса юлма васкаççĕ. Вĕсен пурĕ 17 пин те 800 гектар çинчи тыр-пула тирпейлемелле. Районти 17 ял хуçалăх предприятийĕнчен иккĕшĕ вырмана тухман. Паян-ыран вĕсем те ĕçе пуçăнмалла. Республика Пуçлăхĕ çакнашкал хуçалăхсене васкатма ыйтрĕ. Кăçал вырмана ахаль те 20 кун кая юлса тухнă. Вăхăт питех те сахал. Çанталăк ура хумасан çĕр ĕçченĕсем вырмана 3 эрнере вĕçлеме палăртаççĕ.