12 декабря 2017 20:50   -3°   $59.23 €69.80

10.08.2017 18:43

Республикăра сусăр çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ

Раççей ĕç министерстви сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтерес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртме сĕнет. Малашне яваплă ведомство вĕсене ĕç тупма кăна мар, çĕнĕ вырăна хăнăхма та пулăшĕ. Чăваш Енре тĕрлĕ организацинче 6 пин ытла сусăр тăрăшать.

Вероника Павлова, Анастасия Евгеньева, Игорь Ульянов

Сергей Дацюк нумай функциллĕ центрта уйăха яхăн ĕçлет. Кунта килекен кашни çынна пулăшма тăрăшать вăл. Мĕн пĕчĕкрен куçĕ япăх курнипе аптраканскере йывăрлăхсем хăратмаççĕ.

Шупашкарти нумай функциллĕ центрăн уйрăмĕсенче пурĕ 4 сусăр çын ĕçлет. Ĕçтешĕсем вĕсене кăмăлпах йышăннă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Сергей Волкова та пулăшнă. Арçын 2 çул ĕçе вырнаçайман. Сергей шалкăм çапнипе аптрать. Çакă ăна пурнăçпа киленме чăрмантармасть. Вăл кулинари тата медицина профессисене алла илнĕ, 20 çул ытла фельдшер-лаборант пулса ĕçленĕ. Пулă тытма юратать. Пенси укçи çитсе пыманран завода кайнă. „Кунта ĕçлеме аван“, - тет вăл. Çынсемпе пĕрле хутшăнса калаçни те мĕне тăрать, малалла пурăнма вăй-хăват парать.

Заводра пурĕ 4 сусăр çын ĕçлет. Вĕсем валли тивĕçлĕ майсем туса пама тăрăшаççĕ кунта. Тĕслĕхрен, кану кунĕсем ытларах хушса параççĕ, санаторине кайма путевкăпа тивĕçтереççĕ.

Республикăра инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессине пысăх тимлĕх уйăраççĕ. Ăнсăртран мар Чăваш Ен ку кăтартупа Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ. Сусăрсем валли вакансисен ятарлă банкне те йĕркеленĕ. Хальлĕхе унта 300 ытла ĕç вырăнĕ пур. Тĕплĕнрех «Работа в России» сайта кĕрсе пĕлме пулать.