Канашра нумай хутлă çуртсен тăррисене юсаççĕ

Кăçал Канашри нумай хутлă 24 çурт тăррине улăштармалла. Хальлĕхе саккăрăшне çĕнетнĕ.

Оксана Баскакова, Анастасия Евгеньева, Владимир Синдеев

Пушкин урамĕнчи çуртра пурăнакансем çак саманта тахçантанпах кĕтнĕ. Юсав ĕçĕсем кунта иртнĕ уйăх вĕçĕнче пуçланнă. Строительсем пӳрт тăрринчи шифера сÿтсе ун вырăнне çĕнни витеççĕ. Йывăç хăмасене малтан ятарлă хутăшпа йĕпетеççĕ. Енчен те пушар тухсан, вăл çулăма алхасма памĕ. Подрядчик ĕçсене çак уйăхра вĕçлеме палăртать. Кăçалтан мĕн пур проект патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Çавăнпа та подрядчиксене питĕ тĕплĕн суйлаççĕ. «Тĕп вырăнта — пахалăх. Пирĕн ведомство ырланă организацисем çеç юсав ĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ», - пĕлтерет республикăри строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов. Подрядчиксемпе Канашра пурăнакансем кăмăллă. Ĕçе тĕплĕ, вăхăтра тăваççĕ. Чи малтан тĕп юсавшăн укçа вăхăтра тӳлекенсен çурчĕсене çĕнетеççĕ. Сăмахран, Канашри Пушкин урамĕнчи 54-мĕш пӳртре пурăнакансен 90 ытла проценчĕ хăйсен тивĕçне вăхăтра пурнăçлать. Хулари ытти çуртсенчи çынсем те тĕп юсав фондне укçа вăхăтра куçарса тăраççĕ.