21 октября 2017 07:36   0°   $57.51 €67.89

10.08.2017 18:42

Республикăри хăш-пĕр шкулта çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕнчен финанс урокне вĕрентме тытăнĕç

Ачасене мĕн пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарĕç. Çĕнĕлĕхе 72 регионта йышăннă. Чăваш Енре проекта Сĕнтĕрвăррипе Патăрьел районĕсенче пурнăçа кĕртĕç. Тĕп хулара çĕнĕ предмета 30-мĕш, 48-мĕш тата 24-мĕш шкулсенче вĕрентĕç.

Вероника Павлова, Наталья Егорова, Михаил Солин

Шупашкарти 24-мĕш шкулта пĕлÿ илекенсем финанс ĕçĕпе пĕлтĕрех паллашма пуçланă. Укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курма 6 –мĕш класс ачисем обществознани тата экономика урокĕсенче вĕреннĕ. Аслă классем ăна хушма урок вырăнĕнче суйлама пултарнă. Кăçалтан вара шкул ачисене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ.

Пĕлтĕр Раççей вĕренÿ министерствипе Тĕп Банк пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунă. Вĕсен шучĕпе хальхи вăхăтра укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, çакна мĕн ачаран хăнăхмалла. Иртнĕ çул Чăваш Енри шкулсенче онлайн мелĕпе уроксем ирттернĕ. Унта 8 пин ытла ача хутшăннă. Çĕнĕ предмет валли ятарласа вĕренÿ кĕнекисем те хатĕрленĕ. Кăмăл пулсан кирек хăш шкул та программăна хутшăнма пултарать.