Шупашкарта Питтукассинчи ăпăр-тапăр купине тирпейлес ĕçе пуçлаймаççĕ

Федераци хыснинчен уйăрнă укçапа халĕ те усă кураймаççĕ. Питтукасси ял çывăхĕнчи çÿп-çап вырăнне тирпей-илем кĕртме подряд организацине суйлама 2 аукцион ирттернĕ. Анчах та федерацин монополие хирĕç кĕрешекен Чăваш Енри управленийĕ вĕсене пăрахăçланă.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров

Монополие хирĕç кĕрешекен управлени çурчĕ умĕнче Алексей Павлов пĕр сехете яхăн тăрать. Ял хуçалăх академийĕн студентне Питтукасси ял çывăхĕнчи çÿп-çап вырăнĕн пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Ун шучĕпе ăна тирпейлес ĕçе шăпах монополие хирĕç кĕрешекен служба чарса тăрать. “Çавăнпа кунта килсе хам шухăша пĕлтерес терĕм“, - тет Алексей. Çÿп-çап купипе кÿршĕллĕ «Çĕнĕ хула» микрорайон вырнаçнă. Вăл ÿссех пырать: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, лавккасем тата ача сачĕсем уçăлаççĕ. Светлана Липченко çемйипе пĕрле кунта çулталăк каялла куçса килнĕ. Мăнукĕпе урамра уçăлса çÿреме юратать вăл. „Шăрăх е çиллĕ çанталăкра ырă мар шăршă кĕни кăмăла хуçать“, - каласа парать хĕрарăм.

Ăпăр-тапăра Питтукасси çывăхне 50 çул ытла турттарнă. Малтанах кунта тарăн çырма пулнă. Çулран-çул вăл тулса пынă. Икĕ çул каялла ăна хупнă. Ку вырăна тирпейлеме федераци хыснинчен 122 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак ĕçе тăвакан подрядчике суйлама темиçе хутчен те аукцион ирттернĕ. Анчах ун ячĕ халĕ те паллă мар.

Хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков ăнлантарнă тăрăх, çакăн сăлтавĕ –хăш-пĕр организацисем, сăмах май, вĕсем конкурса та хутшăнмаççĕ, монополие хирĕç кĕрешекен службăна ÿпкевлĕ çыру çырни. Çавна май аукцион пĕтĕмлетĕвĕсене иккĕмĕш хут пăрахăçлаççĕ. Чăваш Республикин çут çанталăк министрĕ Александр Коршунов ăна ирттермелли йĕркесене тепĕр хут пăхса тухма сĕнет. Ыйтăва пĕр уйăхра татса памалла. Унсăрăн федераци хыснинчен уйăрнă 122 миллион тенке Мускава тавăрса пама тивĕ. Çĕнĕ хулара пурăнакансем вара ăпăр-тапăр купи вырăнне илемлĕ парк пуласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.