Шупашкарти шкулсенче футболла вылямалли лаптăксем йĕркелеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕ тĕлне – футболла вылямалли çĕнĕ лаптăк. Çакăн пек парне Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекенсене кĕтет. Ăна хула программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров

61-мĕш шкулта спорт енĕпе аталанмалли майсем çителĕклĕ. Кунта сывлăха çирĕплетмелли ятарлă центр ĕçлет. Ачасем бассейна, волейбол, баскетбол тата футбол кружокĕсене çÿреççĕ. Халĕ вара спортпа тата ытларах ача туслашĕ. Футболла вылямалли лаптăка çĕртме уйăхĕнче йĕркене кĕртме пуçланă. Ĕçе вĕçленĕпе пĕрех. Мечĕк тапса кĕртмелли хапхасем çеç çитмеççĕ. Вĕсене çитес вăхăтра вырнаçтармалла. Стадиона хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тунă. Çĕнĕ спорт лаптăкĕсем 40-мĕш тата 10-мĕш шкулсене те парнелĕç. Хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, çак ĕçсене пурнăçа кĕртме кăçал 12 миллион тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ виçĕ çулта вара хула хыснинчен пурĕ 40 миллион ытла тăккаланă. Федераци бюджетĕнчен 31 миллион тенкĕ илнĕ. Шкул çумĕнчи лаптăксене юсас тĕлĕшпе хула администрацийĕ çитеç çул та ĕçлеме палăртнă.