Халăхра «Шанхай» ятлă микрорайон сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. Çынсене 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче лартнă бараксенчен çĕнĕ çĕре куçарса пĕтерсен нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартакан компани пушаннă лаптăкра строительствăн 2–мĕш тапхăрне пуçласшăн.
Леонид Петров, Вадим Владимиров
Альбина Александрова хăйĕн хăтлă хваттерне хăнасене хĕпĕртесех кăтартрĕ. Çулталăк каялла кун пек ырлăх пирки вăл ĕмĕтленнĕ кăна. Унччен кил хуçи çемйипе пĕрле Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕнчи баракра 30 çула яхăн пурăннă. АлександрОвсен пурнăçĕ иртнĕ çул авăн уйăхĕнче улшăннă. Çĕнĕ хваттере куçма сĕнсен тÿрех килĕшнĕ. Пÿлĕм малтанхинчен 3 тăваткал метр пысăкрах. Телее, ăна тÿлевсĕрех панă. Светлана Илларионова вара хăтлă хваттере кăçал куçнă.
Шанхай тĕп хулара пысăк предприятисем аталаннă вăхăтра йĕркеленнĕ. Ялсенчен куçса килнĕ рабочисем пурăнмалли çукран çак вырăнта хăйсен ирĕкĕпе çуртсем лартнă. Шыв, газ, асфальт çул çук, урамсем хĕсĕк, пÿртсем çумма-çумăн вырнаçнă. Пурăнмалли майсем начар пулнине пăхмасăр, хальлĕхе çĕнĕ çĕре куçма пурте килĕшмен. Вĕсене паракан хваттерсен лаптăкĕ тивĕçтермест.
Строительство компанийĕ çынсене çĕнĕ хваттере куçма е компенсаци илме сĕнет. Çавăн пекех пая кĕрсе çурт тăвас ĕçе хутшăнма пулать. Бараксем пулнă вырăнта вара темиçе çултан нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленĕç. Проектпа килĕшÿллĕн унта шкул тата ача сачĕ пулмалла.