12 декабря 2017 20:40   -3°   $59.23 €69.80

02.08.2017 19:03

Вăйă автомачĕсене тĕп турĕç

Республикăра астармăш вăйăсем вылямалли 650 автомата тата ытти хатĕре тĕп турĕç.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

Следстви комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене саккуна пăсса тупăш тăвакансенчен туртса илнĕ. Преступниксен пĕр ушкăнĕ ку ĕçе 2012 çулта йĕркелесе янă. Астармăш вăйăсене вĕсем тăватă çул выляттарнă.

- Çак уголовла ĕçсемпе 11 çын явап тытнă, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.