Республикăри шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Ятарлă комиссисем шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнассипе ĕçлеме пуçланă. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри 955 пĕлÿ учрежденийĕн алăкĕсем уçăлмалла. Вĕренÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хатĕрленÿ ĕçĕ графикпе килĕшÿллĕн пырать. Вăл шутра 19 шкулта ăшă туалетсем тума тата 21 спорт залне çĕнетме палăртнă.

Леонид Петров, Владимир Синдеев

Комсомольски районĕнчи Хырхĕрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта хĕрÿ ĕç пырать. Рабочисен вĕренÿ çулĕ тĕлне санитари пÿлĕмĕсене туса пĕтермелле. 49 тăваткал метрлă çурта шкул çумĕнче тăваççĕ. Çакăн валли миллион та 800 ытла пин тенкĕ уйăрнă. Строительствăна çак кунсенче çеç тытăннă пулин те, подрядчик ăна уйăхра вĕçлеме шантарать. Ачасем шкулти çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах тăраççĕ. Кăçал кунта 71 çын вĕренĕ. Вĕсем Хырхĕрринчен çеç мар, Кĕтне Пасар, Хурăнай тата Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕсенчен çÿрĕç.

Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулта вара çĕнĕ туалетсене хатĕрлесе çитернĕ. Строительствăна çĕртме уйăхĕнчех пуçăннă. Пÿлĕмсем таса та çутă, сивĕ тата вĕри шыв пур.

Каçал тăрăхĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне 18 пĕлÿ çуртне хатĕрлесе çитермелле. Çакăн валли республика тата район хыснисенчен 7 ытла миллион тенкĕ уйăрнă.

Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинчи шкулта та ĕç калăпăшĕ пысăк. Пĕлÿ çурчĕ харăсах икĕ программăна лекнĕ. Çавăнпа икĕ подряд организацийĕ тăрăшать. Пĕрисем туалетсем тăваççĕ, теприсем спорт залне тĕпрен юсаççĕ. Сывлăха çирĕплетмелли лаптăкра стенасемпе маччана сăрланă, чÿречесене çĕнетнĕ. Çавăн пекех урай улăштараççĕ. Чи пĕлтерĕшли, шкул ачисем малашне физкультура урокĕсем хыççăн çăвăнма пултарĕç. Санитари пÿлĕмĕсене сусăрсене кĕрсе тухма меллĕ пултăр тесе тăваççĕ. Районти 14 шкултан саккăрăшне комисси йышăннă. Ыттисене те çывăх кунсенче тĕрĕслĕç. Çĕрпÿ тăрăхĕнче пĕлÿ çурчĕсене юсама пурĕ 22 миллион тенкĕ пăхса хунă.