Елчĕк районĕнче пурăнакан Владимир Волков хăйне евĕр музей йĕркеленĕ

3 ĕмĕр каяллахи тимĕр укçасем, Франци вăрçинчен илсе килнĕ тараса, ĕлĕкхи чăваш халăхĕн çи-пуçĕпе ĕç хатĕрĕсем тата ытти кăсăклă япала. Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхальте пурăнакан Владимир Волков килĕнче чăн-чăн музей йĕркеленĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Владимирпа Людмила Волковсем ял-йышра хисеплĕ çынсем. Тивĕçлĕ канури мăшăр пурнăç илемне ĕçре тата ачисемпе мăнукĕсенче курать. Аваллăх пирки те манма юрамасть, теççĕ вĕсем. Картишне кĕрсенех пĕчĕк пӳрт алăкĕ умĕнче çемье историйĕн пĕр пайĕ куç умне пулать. Çак ача кӳмин ураписем те Волковсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Аваллăх çуртне ура ярса пуссанах иртнĕ ĕмĕре куçнăн туйăнать. Кунта Владимир Мефодьевич аслашшĕнченех юлнă тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсене упрать. Ĕлĕкхи сенĕк-кĕреçе, карлав, купăста тӳмелли тата салма таканисем, кункра, арман калакĕ, йывăçпа хăмăш çулçинчен явса çыхнă арчасем, пурте паха тупра вырăнĕнче.

Кунтах Владимирăн ашшĕ ăсталанă пичке-катка, вĕсене хĕссе кăшăлламалли тата тăвар вĕтетсе кантăр тӳмелли хатĕрсене курма пулать.

Кашни утăмрах асатте-асаннесен вăхăтĕнчи пуянлăх куçа илĕртет. Пĕрре пăхсан ансат курăнакан япаланах «Мĕн пулма пултарать-ха ку» тесе шухăша каятăн. Çак сăра юхтармалли шансене, сăмахран, 117 çул каяллах пĕр пăтасăр тунă.

Çемье музейĕнче упранакан чылай экспонат ĕлĕк-авал кашни хуçалăхрах пулнă. Хăш-пĕр хатĕре халĕ ватăсем те ас тумаççĕ. Çамрăксем вара кунта чылай çĕнĕлĕх уçаççĕ.

Манăçа тухнă кăмрăкпа ĕçлекен утюгсем, лаша таканĕсем, пыл юхтармалли йывăç пичке, çатан, сĕт чĕресĕ, ал арманĕ е авалхи сăмаварсем, Владимир Мефодьевич кашнийĕн пирки вĕçĕмсĕр калама пултарать.
Владимир Волков çыру ĕçне те пуçăннă: ял историне тĕпчет, тăванĕсен йăх-несĕлĕсене шырать, сăвăсем шăрçалать.

Анатрипе тури чăвашсен ĕç хатĕрĕсем вара пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çавăнпа та таврапĕлӳçĕ музейне пуянлатас тесе тĕрлĕ район-хулана çитме тăрăшать. Кунти пир тĕртмелли станоксемпе тĕрлĕрен кĕнчеле тавраш: ăса, хĕçе, крепенке, хултăрчă, шӳре, шăрт тата ытти пурлăх çине пăхсан куç-пуç алчăраса каять. Çӳлĕк çинчех вăрçă хирĕнчен илсе килнĕ тупра та историе типтерлĕн упрать. Иртнĕ 3 ĕмĕрте халăхра çӳренĕ тимĕр укçасем вара сейфра выртаççĕ. Кунтах революцичченхи хут укçасем те вырăн тупнă. Аваллăха мансан пуласлăх пирки калаçма та йывăр, тет мал ĕмĕтлĕ ял çынни.