Десантниксен кунне халалласа Хĕрлĕ тÿреме „кăвак беретсем“ пухăнчĕç

Паян Сывлăшпа десант çарĕсене йĕркеленĕренпе 87 çул çитрĕ. Ăна халалласа тĕп хулара тĕрлĕ ĕç-пуç иртрĕ. «Кăвак беретсем» малтанах Асăну паркĕнчи палăксем умне чечек хучĕç, унтан Хĕрлĕ тÿреме утса анчĕç. Уявра Надежда Александрова корреспондент пулса курчĕ.

Надежда Александрова, Павел Иритков, Никита Углев

Кăвак беретсене десантниксем кăна мар, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем те тăхăннă. Нумайăшĕшĕн çак кун çемье уявĕ пулса тăнă. Хĕрлĕ тӳремре салтаксене хула çыннисемпе хăнисем, служба ветеранĕсем кĕтсе илчĕç. Уява Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл сывлăш десант çарĕсен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Чăваш Ен ертÿçи çар çыннисен пĕрлешĕвĕсен хастарĕсене наградăсем пачĕ.

Çирĕп сывлăхлă тата кĕрнеклĕ каччă кăна десантник пулма пултарать. Ахальтен мар ку тытăма çар элити теççĕ.

Анатолий Сергеев Афганистанра çар хĕсметĕнче тăнă, 2 çул тусем тăрăх çӳренĕ. Владислав Марковпа Геннадий Герасимов вара Беларуçре çар тивĕçне пурнăçланă. Иккĕшĕ те пĕр ялтан - Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрьтен. Салтакра пулнăранпа 44 çул иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çар хăйсен пурнăçне ырă енне улăштарнине калаççĕ.

Десантниксем хăйсен хастарлăхне яланах пĕр девизпа çирĕплетеççĕ: «Пирĕнсĕр пуçне никам та», - теççĕ. Çапла майпа тăван çĕршыв кирек хăш вăхăтра хÿтĕлеме хатĕррине çирĕплетеççĕ.