Республикăри тискер преступление уçса панă

Шупашкарта утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче çухалнă хĕр арăм виллине тупнă. Çак преступление тума пултарнисене тытса чарнă.

Екатерина Фомина, Вероника Павлова, Вадим Владимиров

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, 39 çулти хĕрарăм лагерьте канакан ывăлне курма кайнă. Арçын ача сăмахĕпе, машинра амăшĕпе пĕрле палламан арçын пулнă. Унпа хĕр арăм интернет уçлăхĕнче паллашнă. Лагерьтен кайнă хыççăн вăл текех çыхăнăва тухман. Следстви преступление 3 арçынпа хĕр арăм тунă тесе шутлать. Вĕсене пурне те тытса чарнă, пĕрне Тутар республикинче, ыттисене Пермь тăрăхĕнче.

- Çухалнă хĕр арăмăн машинине Киров облаçĕнчи Советск хулинче тупнă. Темиçе кунра ăна 3 хут сутнă, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.