Мухтавлă чăваш спортсменĕсем Барселонăри Олимп вăййисенче тупăшнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ

25 çул каялла çак кунсенче Испанири Барселонăра Çуллахи олимп вăййисен хĕрÿ тупăшăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн çĕршыв чысне республикăри 4 çăмăл атлет хÿтĕленĕ: Валентина Егорова, Алина Иванова, Елена Николаева тата Владимир Андреев. Чĕрĕк ĕмĕр каялла пулнă пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçа халалласа паян Шупашкарта Олимп кунĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Надежда Александрова, Вячеслав Ильин, Вадим Владимиров

25 çул каялла пулнă ăмăртусене нумайăшĕ паян кун та лайăх астăваççĕ. Ун чухне чăваш атлечĕсенчен старта пĕрремĕш Владимир Андреев тухрĕ. Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралнă 26 çулти спортсменшăн ку вăл тĕнче шайĕнчи пĕрремĕш тĕрĕслев пулчĕ. Владимир хăйĕнпе тупăшакансене хирĕç шăрăх çанталăка пăхмасăр тивĕçлĕ кĕрешрĕ. 20 çухрăм хăвăрт утакансемшĕн хĕртсе пăхакан хĕвел хушма йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çапах та Владимир Андреев утмалли техникăна пăхăнса финиша талпăнчĕ, чăн та, малти вырăна тухаймарĕ, 13-мĕш пулчĕ. Палăртмалла, старта тухнă 42 спортсменран 11-шĕ финиша çитеймен.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ Муркаш районĕнчи Исетерккĕ хĕрĕшĕн Валентина Егоровашан чи паллă кун. Вăл 31 çĕршыври 47 спортсменпа пĕрле 42 çухрăм та 195 метрлă марафона старта тухрĕ. Хăй пĕрремĕш пулма пултарассине Михаил Кузнецов вĕренекенĕ 24 çухрăм хыçа хăварсан шутласа илнĕ, малалла ыткăннă. Юнашарах тĕнчери палла спортсменсем пынă. Çул Барселона урамĕсемпе иртнĕ. Финиш вара стадионта пулнă. Унта çитес тесен марафонçăсен юлашки 7 çухрăма тăвайккинелле чупма тивнĕ. Дистанци вĕçнелле Валентинана Японири Аримори хăваласа çитнĕ. Апла пулин те Валентина ылтăн медале алăран вĕçертмерĕ.

10 çухрăма хăвăрт утса тухма çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 44 хĕрарăм старта тухрĕ. СНГ пĕрлештернĕ командин чысне 3 спортсмен хӳтĕлерĕ. Вăл шутра Етĕрне районĕнчи Килтĕшре çуралса ÿснĕ Алина Ивановапа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшикри Елена Николаева. Пирĕн хĕрсем Барселонăра хăйсен пултарулăхне тивĕçлипех кăтартрĕç. Дистанцие 43 минут та 23 çеккунтра парăнтарса финиша пĕрремĕш Алина Иванова çитрĕ. Анчах та утмалли техникăна пăснă тесе ăна дисквалификацилерĕç. Çак пăтăрмах хыççăн финиша 3-мĕш çитнĕ Елена Николаевана кĕмĕл медаль куçрĕ.

Мухтавлă олимпиецсем пĕрле пухăннă ятпа Шупашкарта спорт уявĕ иртрĕ. Вĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура спортсменсем 25 çул каялла пулнă вăйăсене хумханса аса илчĕç, тренерсене тав турĕç. Физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков кашнинех асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ. Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, çамрăксем сирĕн пек Олимпа парăнтарма ĕмĕтленеççĕ, терĕ.