Моисей Спиридоновăн паллă ĕçĕнче сăнланнă Нина Марченкова 80 çул тултарчĕ

Шупашкарта Чăваш ӳнерçисен картинисен пĕрремĕш куравĕ уçăлнăранпа 90 çул çитрĕ. Ăна наци ӳнер искусствине пуçарса яраканĕ - Моисей Спиридонов йĕркеленĕ. Унăн чи паллă ĕçĕсенчен пĕри - «Çураçнă хĕр». Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çавăнта сăнланнă Нина Марченковапа тĕл пулчĕ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

57 çул каялла Нина Марченкова художниксен çуртĕнче формовщикре тăрăшнă. Унта ăна Моисей Спиридонов асăрханă та. Ун чухне Нина Павловна 23 çулта пулнă. Художник çураçнă хĕре халалласа пурĕ 4 картина ӳкернĕ. Анчах та экспертсем шăпах çакна чи ăнăçли тесе хаклаççĕ. Ку ĕç Раççейри нумай курава хутшăннă. Сăмах май, Нина Марченкова çураçнă хĕрĕн чăн тумне кăшт каярах тăхăннă. Çемьере хĕрпе ывăл çуралнă. Вăл ашшĕ ирĕк панă пулсан, актриса пулма пултарнă, анчах аслисен сăмахĕнчен иртмен. Петр Сизов тата Николай Овчинников художниксемпе те ĕçленĕ. Çапах та кунпа мухтанма юратман, ĕмĕр тăршшĕпех заводра тăрăшнă. Нина Марченкова халĕ 80 çул тултарчĕ. Сăпайлă хĕр арăм паллă художник тăрăшнипе чăваш ӳнер искусствин историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ.