12 декабря 2017 20:40   -3°   $59.23 €69.80

01.08.2017 18:55

Округри „Гвардеец“ лагерьтен çитĕнÿпе таврăннă çамрăксемпе Республика Пуçлăхĕ тĕл пулчĕ

Чăваш Енри çамрăксем Атăл тăрăхĕнчи «Гвардеец» çарпа спорт лагерĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Виçĕ эрне вĕсем салтак пурнăçне хăнăхнă. Паян пултаруллă шкул ачисемпе Республика Пуçлăхĕ тĕл пулчĕ. Михаил Игнатьев каччăсене çитĕнÿпе саламларĕ, Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров

Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче тĕрлĕ регионти çамрăк армеецсем кăçалхипе 5-мĕш хут пухăнчĕç. Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме чи пултаруллă 20 ачана шаннă. Виçĕ эрне яшсем çар ĕçне хăнăхнă – тĕрĕс утма, пăшал тытма вĕреннĕ.

Чи йывăрри – ирхине тăрасси пулчĕ, шÿтлеççĕ яшсем. Анчах та çирĕп йĕркене хăвăрт хăнăхнă. Республика ачисем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Спортра кăна мар, ăс-хакăл турнирĕсенче та лайăххисен йышне лекнĕ.
Владимир Волков шкул хыççăн çар енĕпе вĕренме каясшăн. Çавăнпа та «Гвардеец» лагере хаваспах хутшăннă. Каччă пиччĕшĕ пек пулма ĕмĕтленет. Вăл Мурманск облаçĕнче хĕсметре тăрать.

Чăваш Енри ачасем 10 тупăшура малти вырăн йышăннă. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, ушкăнсем хушшинче 2-мĕш пулнă. Вĕсенчен Пермь тăрăхĕнчи армеецсем çеç иртсе кайнă. Апла пулин те ачасем пуçа усмаççĕ, тепĕр çул кăтартăва лайăхлатасса шанаççĕ. Михаил Игнатьев ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.