Правительство комиссийĕн ларăвĕнче çывхарса килекен ĕççине сÿтсе яврĕç

Çитĕнекен тыр-пула вăхăтра тата тăкаксăр мĕнле пуçтарса кĕртмелле? Кăçалхи çанталăка кура ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пирки Правительствăн паянхи канашлăвĕнче тата иртнĕ эрнере Елчĕк районĕнче иртнĕ агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин

Агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне районсен тата ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем, аграри ветеранĕсем хутшăнчĕç. Калаçу выльăх апачĕ янтăлассинчи кăткăс лару-тăру тата вырмана хатĕрленесси пирки пычĕ. Çĕрте нÿрĕк нумай пулнăран, кăçал тыр-пула пухса кĕртнĕ чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Çавăнпа йĕтемсене çĕнетессине, тĕш тырă типĕтмелли хатĕрсен юсавлăхне нихçанхинчен ытларах тимлĕх уйăрмалла, терĕç. Çĕнĕ тырра Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче йышăнма хатĕр.

Йĕпе-сапа пулнăран Правительство комиссийĕн ларăвĕнче республикăн ял хуçăлăх тытăмĕнче чрезвычайлă лару-тăру тесе йышăннă. Кăçал çураки икĕ эрне каярах вĕçленнĕ, çавна май тырă пулса çитмелли вăхăт та куçнă. Ытти çулта вырмана утă уйăхĕн варринче тухнă пулсан, кăçал ку яваплă тапхăр 3 эрне каярах пуçланнине палăртрĕç аграрисем. Çĕр ĕçченĕсем тухăçа пухса кĕртме тĕрлĕ май шыраççĕ.

Кăçал Чăваш Енре 554 пин гектар çĕре тирпейлемелле. Кашни эрне пуçламăшĕнчи Правительствăн канашлăвĕнче Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕкпе Çĕрпÿ районĕсенче çĕр улми кăларма пуçланă. Вăрнар районĕнче техника культурине - рыжике тирпейлеме тытăннă. Çанталăк уяр тăрсан, кăнтăр енчи районсенче çак эрнере пăрçа вырма тухма планлаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕн пур вăя пĕрлештерсе ĕççине пысăк çухатусăр ирттерсе яма тĕллев лартрĕ. „Çакăн валли техника та, кадрсем те çителĕклĕ. Йăлтах ĕçе мĕнле йĕркеленинчен килет“, - терĕ вăл.