Çăлавçăсем лагерьсенче хăрушсăрлăх урокĕсем ирттереççĕ

Пушар пулас пулсан тата шывра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕренчĕç. „Росинка“ лагерьте канакансем валли Чрезвычайлă лару–тăру министерствипе хăйсен ирĕкĕпе пушар хуралĕнче тăракансен пĕрлешĕвĕ конкурс ирттерчĕ. Ачасемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хăрушсăрлăх йĕркисене аса илчĕ.

Екатерина Фомина, Вера Ванина, Игорь Ульянов

Пушар сÿнтерекен Константинпа Василий пуканесене лагерьте хавасланса кĕтсе илчĕç. Вĕсемпе пĕрле кун хаваслă та усăллă иртесси никама та иккĕлентермерĕ. Ачасем валли тĕрлĕ конкурс хатĕрлесе килнĕ. Старта 10 ушкăн тухрĕ.

Бассейнра та тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Ачасен шывра путакана çăлмалла. Çакна тума вĕсене вĕрен, ятарлă жилет тата çăлав унки пулăшрĕ. Шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене кашнин пĕлмелле. Инкек сиксе тухсан çухалса каймалла мар, - теççĕ чрезвычайла лару-тăру министерствинче ĕçлекенсем. Çавăнпа çакнашкал ĕç-пуçа вĕсем тăтăшах ирттереççĕ. Çавах ку çителĕксĕр.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем, пылак кучченеç парса хавхалантарчĕç. Унран та пахи – пĕлÿ кутамккине пуянлатни. Хăрушсăрлăх йĕркисене ачасем асрах тытасса шанас килет. Çакнашкал конкурс вара республикăри мĕн пур 24 лагерьте иртĕ.