Республикăра электронлă бюллетеньсем пама пуçланă

Раççейре утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çын вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманни çинчен çирĕплетекен хута электронлă майпа çыраççĕ. Чăваш Енре паянхи куна çавăн йышши 79 документ панă.

Надежда Александрова, Михаил Солин

Алексей Еримеев «Эларăра» çулталăка яхăн ĕçлет. Вăл нумаях пулмасть чирлесе ӳкнĕ те тухтăр патне больницăна кайнă. Унта ăна больничнăй электронлă майпа илме сĕннĕ. Çамрăк пĕр иккĕленмесĕр килĕшнĕ. «Ку ман вăхăта та упрарĕ, документа ĕçе çитерес тесе пăшăрханма та кирлĕ мар», - тет Алексей.

Больничнăй çырнă чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пациентсем чылай чухне хăйсем ĕçлекен предприяти пирки тĕрĕс калаймаççĕ. Тухтăрсен интернетра шырама тивет. Хăш-пĕр пĕрлешÿ пирки вара унта та информаци çук. Çавăнпа та халĕ ĕçпе тивĕçтерекенсен реестрне тăвас ыйту çивĕч тăрать. Утă уйăхĕнче Чăваш Енре электронлă 79 бюллетень панă. Пирĕн республика ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен Раççĕйри 10 регион йышне кĕнĕ. Социаллă страхлав фончĕ электронлă больничнăйсемпе ытларах усă курма пуçлаччăр тесе ăнлантару ĕçне тăвать. Кашни ытларикун фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ семинарсем йĕркелет. Унсăр пуçне страхлакансемпе килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнă. Паянхи куна 1345 килĕшӳ алă пуснă.

Çĕнĕ йышши больничнăйсем тăкаксене, вăхăта перекетлеççĕ, çавăн пекех йăнăшсем тăвасси сахалланĕ. Медицина учрежденийĕсене документсене упрама та меллĕрех пулĕ. Хут бланка çухатма та, юрăхсăра кăларма та пултарнă пулсан, электронлисене çакă хăратмасть. Республикăра çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме пур больница хатĕр.