Грант укçи-тенкипе тĕп хулара сквер никĕслĕç

Шупашкарти «Рябинка» микрорайонĕнче кĕçех çĕнĕ сквер пулĕ. Хула администрацийĕ уйăрнă 500 пин тенкĕ грантпа «Росток» пултарулăх центрĕнче «Манăн ĕмĕтри шкул картишĕ» проекта пурнăçлаççĕ. Çакăн валли 200 тăваткал метр лаптăк уйăрнă.

Юлия Иванова, Вадим Владимиров

Çĕнĕ сквер ку тăрăхри чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулмалла. Унта канма çеç мар, ачасене аталанма тĕрлĕ май йĕркелĕç. Лаптăкра çавăн пекех концертсем, ăмăртусем ирттерĕç. Ку проекта тĕп хулара 2015 çултанпа пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕшĕ 27-мĕш шкул çывăхĕнчи лаптăка йĕркене кĕртнĕ.

- Шупашкар тĕрлĕ проекта хастар хутшăнать. Хула администрацийĕ паян çынсене хăйсен сĕнĕвĕсемпе килме чĕнет. Хула пуласлăхĕ, унăн илемĕ паян пирĕн алăра, - тет Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Иванова.