Уяр кунпа усă курса çĕр ĕçченĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме васкать. Çĕрпÿ районĕнчи „Гвардия“ тата „Правда“ хуçалăхсенче те халĕ хĕрÿ вăхăт. Сăмах май, сенажа кунта хальхи йышши техникăпа усă курса янтăлаççĕ. Çакă апат пахалăхне те, сăвăма та витĕм кÿнĕ.
Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин
Ир пуçласа мĕн каçчен хирте ĕç шавĕ тăрать. Сергей Никитин хуçалăхĕнче хĕл хырăмĕ аслă пулнине тĕпе хураççĕ. Сенажа хутаçсене чĕркекен техника ĕçе хăвăртрах, лайăхрах тума пулăшать. Ăна виçĕ çул каялла туяннă. Выльăх апатне çакнашкал майпа янтăлама пуçличчен Сергей Никитин çĕршыври ытти хуçалăх опычĕпе паллашнă.
Курăка çулса тĕркене пуçтарсанах ăна хутаçпа чĕркемелле. Сывлăш яманскер бактерисене сарăлма памасть. Уйра хĕл каçма хăварсан та темех мар.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тени тÿрре тухнă. Хуçалăхра сăвăм ÿснĕ. Пĕлтĕр çулталăкне ĕнерен пилĕк пин литр сĕт сунă пулсан, кăçал кăтартусем тата лайăхланнă. Çĕнĕ техникăна Сергей Никитин тăватă миллион тенкĕпе туяннă. Хăй хакне вăл кăларнă та ĕнтĕ. Пĕлтĕр икĕ пин тонна хатĕрленĕ, кăçал виçĕ пин тонна сенаж янтăлама палартнă.