Авăн уйăхĕнче экзамен тытмалли хушма тапхăр пулать

Республикăра вĕренме кĕмелли тапхăр малалла пырать. Кăçал професси пĕлĕвĕ паракан 28 учрежденире тата 13 аслă шкулта абитуриентсене кĕтеççĕ. Пĕтĕмпе 10 пин çурă бюджетлă вырăн. Уйрăмах электроэнергетика тата электротехника, лингвистика, патшалăх управленийĕ, экономика, менеджмент, юриспруденци енĕпе вĕренме кĕме конкурс пысăк. Çавăн пекех бухгалтер, банкра ĕçлекен, повар, автомеханик, сварщик пулас текен нумай. Çав вăхăтрах хăш пĕр ачасемшĕн экзамен тапхăрĕ вĕçленмен. Ку ыйту уйрăмах 9 класс пĕтерекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Екатерина Фомина, Владимир Тимофеев, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

9 класс хыççăн хĕрсемпе каччăсем малалла вăтам шкулта вĕренме е професси пĕлĕвĕ илме пултараççĕ. Анчах çакăн валли патшалăх аттестаци витĕр ăнăçлă тухмалла. Кăçал 9 класс хыççăн 11 пин те 200 ытла ача экзамен тытнă: обязательнăй йĕркепе вырăс чĕлхипе тата математикăпа, унсăр пуçне суйласа илнĕ тепĕр икĕ предметпа. Вĕренÿ министерствин кăтартăвĕпе, вĕрененекенсен икĕ проценчĕ яхăн вырăс чĕлхипе тĕрĕслев витĕр тухайман. Математикăпа вара тата нумайрах – 12 процент ытла. Çапах та ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хăраса ÿкмелле мар. Авăн уйăхĕнче экзамен тытмалли хушма тапхăр пулать.

- Экзамен парас тесен, ачасен шкула кайса заявлени çырмалла, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕччен. Экзаменсене сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен тытаççĕ, - тет ЧР Вĕренÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова.

Каникула пăхмасăр ачасемпе педагогсем халех ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухчĕр тесе шкулсенче тивĕçлĕ майсем тунă.
Авăн уйăхĕнче пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытайманнисен те тепĕр шанăç пулать. Чăн та, 11 класс пĕтерекенсем хушшинче вĕсем нумай мар – пĕр процентран та сахалрах. Мĕн пур хыпара тĕпленрех шклусен тата Вĕренÿ министерствин сайчĕсенче тупма пулать.