Шупашкар хула депутачĕ тĕлĕшпе сут пулнă

Шупашкарта тĕп хула пухăвĕн депутачĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă. Олег Ялугина ултавлă ĕçсем тунăшăн айăпланă.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Владимир Синдеев

Следстви шучĕпе, коммерци организацийĕн директорĕ пулнă май, вăл 2013-2014 çулсенче налук тÿлемен. Парăм 9 ытла миллион тенке çитнĕ. Унсăр пуçне налук инспекцине суя кăтартусем тăратнă. Депутат 5 фирмăпа тунă килĕшÿсем тăрăх, налук тÿлевĕсене тавăрма хăтланнă. Çапла майпа предприяти миллион та 400 пин тенкĕлĕх саккунсăр пуянланнă.

Халĕ айăпланаканăн суд приговорĕпе пĕр миллион тенкĕ штраф тата налук органĕ искпа шыраса илнĕ 1 миллион та 400 пин тенкĕ тÿлемелле пулать.