Сĕнтĕрвăрринче Александр Матвеев полковника асăнса митинг тата ăмăрту иртрĕ

Мускавра ĕçлесе пурăннă пулсан та, тăван халăхне нихăçан та манман. Космос çарĕсен ветеранĕ Александр Матвеев полковник пурнăçран уйрăлнăранпа 2 çул çитрĕ. Ăна асăнса Сĕнтĕрвăрринче митинг тата спорт турнирĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Александр Матвеев кăçал 56 çул тултармаллаччĕ. Анчах та кĕтмен çĕртен шалкăм çапнипе, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Сĕнтĕрвăрринче çуралса ӳснĕскер пурнăçне çар службипе çыхăнтарнă. Мускаври Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕве пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Александр Васильевич 1977 çултанпа Краснознаменск хулинче çар тивĕçне пурнăçланă. Космос аппарачĕсене тĕрĕслекен уйрăмăн ертӳçи пулнă. Ун ячĕпе халĕ Сĕнтĕрвăрринче Афганистанпа Чечен вăрçисенче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Кăçал унта Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Олег Николаев та хутшăнчĕç.
Митингра Александр Матвеевăн мăшăрĕ Светлана тата Дмитрий ывăлĕ те пулчĕç. Салтакăн пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем полковник пирки чылай ырă сăмах каларĕç. Александр Васильевич çамрăксенче патриотизм туйăмне чĕртес тĕлĕшпе яланах тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленине палăртрĕç. Çар çынни Краснознаменск хулин депутачĕ пулнă май кулленхи пурнăçра та хăй çине пысăк яваплăх илме хăраманнине паттăрлăхпа танлаштарчĕç.

Çывăхри стадионта Матвеев полковник ячĕпе регионсем хушшинчи мини футбол турнирĕ иртрĕ. Спорт уявне те çар ветеранĕн юлташĕсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем тĕрлĕ хуларан йышлăн пухăнчĕç. Хисеплĕ ентеше сума суса сĕнтĕрвăррисем çакăн пек тĕл пулăва тăтăшах йĕркелеме палăртаççĕ.