Шупашкарта „Хăрушсăр тата паха çулсем“ программăна пурнăçа кĕртеççĕ

Ăна валли 737 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çулсене мĕнле юсанине хула пуçлăхĕсем, экспертсем тăтăшах тĕрĕслеççĕ. Строительсен ĕçне Иван Моторин премьер-министр та пахаларĕ. Хула урамĕсемпе утса тухнисĕр пуçне Гладков урамĕнчи шкула та айккинчен иртсе каймарĕ.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов

Гузовски урамĕнче ĕç шавĕ тăрать. Çула юсаса йĕркене кĕртес тĕлĕшпе кунта „Дорисс“ организаци тăрăшать. Хула çыннисем строительсен ĕçне асăрхасах тăраççĕ. Ятарлă ушкăнра 19 çын. Хастарсем çула мĕнле тунине сăн ÿкерсе интернета кăларса хураççĕ. Эрнере пĕрре хула администрацийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулса хăйсен шухăшне, мĕнле çитменлĕх асăрханине пĕлтереççĕ. Министрсен Кабинечĕн ертÿçи Иван Моторин подрядчиксене пахалăх пирки аса илтерчĕ. Çулсене юсанă чухне çĕнĕ технологисемпе усă курмаллине каларĕ. Патрис Лумумба урамĕнчи çула юсаса пĕтернĕ. Унăн пахалăхне урапаллă йĕлтĕрпе ярăнакансем тĕрĕслерĕç. Çул тикĕс, лайăх пулнине палăртрĕç. Мĕн курнипе Иван Моторин кăмăллă юлчĕ. Çулсене юсас тĕлĕшпе Шупашкарта çитес çул та çине тăрĕç. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ кăçалхинчен ытларах уйăрмалла.

Строительсем Гладков урамĕнче те ĕçлеççĕ. Кунта республикăри чи пысăк шкул çĕкленет. Вĕренекенсене вăл кăçал Пĕлÿ кунĕ йышăнмалла. Тĕрĕссипе çурта иртнĕ çулталăк вĕçенчех туса çитермелле пулнă. Анчах ĕç вăраха кайнă. Кунта спорт площадки, ун таврашĕнчи лаптăк, мастерскойсем хатĕр мар, шыв, сывлăш пахалăхне тĕрĕслени çук – çитменлĕх чылай. Вĕсене сахалтан та 10 кунта пĕтермелле. Унсăрăн лицензи вăхăтра илме йывăр пулать.

Иван Моторин премьер-министр лару-тăру çивĕч пулнине палăртрĕ, подрядчике ĕçе хăвăртрах вĕçлеме ыйтрĕ.