Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Даренковсен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ

«Шăплăх савăнăçĕ». Çак ятпа Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче курав уçăлчĕ. Вăл пĕртăвансен пултарулăхĕпе паллаштарать: республикăн тава тивĕçлĕ художникĕн Иван Даренковăн тата унăн ывăлĕн Сергейăн ĕçĕсемпе.

Надежда Александрова, Вера Ванина, Юлия Бакаева, Виктор Степанов

Пейзажсем, натюрмортсем, портретсем - куравра 200-е яхăн ĕç. Вĕсене тĕрлĕ жанрпа ăсталанă. Тăванĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Иван Даренков курава тĕплĕ хатĕрленнĕ. Анчах та кăçалхи ака уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă. Унăн кун çулĕ тата пултарулăхĕ пирки халĕ картинисем каласа кăтартаççĕ.
Иван Даренков ÿкерчĕкĕсенче вырăс чунĕ туйăнать. Вĕсем çутă тунсăхпа, темĕнле вăрттăнлăхпа уйрăлса тăраççĕ.

Художник илемлĕхе туйма хăйĕн ывăлне - Сергея та вĕрентсе хăварнă. Унăн ĕç вырăнĕ вара мольберт умĕнче мар - кантăк мастерскойĕнче. Сергейăн мăшăрĕ Светлана та кантăкпа ĕçлекен художник. Куравра вĕсем ăсталанă экспонатсене те курма пулать.

Даренковсен ĕçĕсем ыттисенчен тарăн шухăшпа уйрăлса тăраççĕ. Чăн-чăн ӳнĕрçĕ çеç чаплă япала ăсталаса куракансене тĕлĕнтерме пултарать.