Чиркĕве пулăшакансем ыркăмăллăх концерчĕ ирттерчĕç

Чиркӳ лартас тĕллевпе пуçарнă ырă ĕç кĕлĕ çуртне хута янă хыççăн та вĕçленмен. Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпара çуралса ÿснĕ хастарсем çулсерен ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелеççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ.

Алексей Енейкин

Лащ Таяпаран тухнă пуçаруллă çынсем тăрăшнипе Шупашкарта 4-мĕш хут ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех Оперăпа балет театрĕнче пулчĕ. Çак уява район халăхне пĕрлештерекен хăватлă пулăм теме пулать. Пултаруллă ял-йыш хăнасене çăкăр-тăварпа, килте вĕретнĕ хăмла сăрипе хапăл туса юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ, тулли сĕтел чăваш апачĕпе сăйларĕ.
Фойерех лащтаяпасем 5-мĕш ĕмĕре кайнă ял историйĕпе паллаштаракан курав хатĕрленĕ. Унта районти ăстасен ĕçĕсене те кăтартнă. Чи кăсăкли, паллах, Лащ Таяпа чиркĕвĕн шăпи. Кунта каламалли сахал мар. Ялти малтанхи кĕлĕ çуртне турра ĕненекен халăх вăйĕпе 1840 çулта лартнă пулнă. Шăп та лăп çĕр çултан ăна хупнă. Тепĕр çур ĕмĕр иртсен тин ялти кивĕ шкул çуртĕнче чиркӳ уçнă. 2010 çулта вăл та çунса кайнă. Çак кирпĕч чиркĕве вара инкеке туйнă пекех çур çул маларах Силуан атте пуçарăвĕпе тума пуçланă. Пĕлтĕр çĕнĕ çурта уçма Лащ Таяпана Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава та çитрĕ.

Чиркӳре халĕ те ĕç пĕтмен-ха: стена-мачча çине çветтуйсен сăнарĕсене çырмалла. Хурал пӳрчĕпе пачăшкă çуртне тата хапха тумалла. Йĕри -тавра карта тытса çавăрмалла. Ыркăмăллăх концертĕнче пухăннă укçа-тенкĕ шăпах çак ĕçсене тума каять. Çапла 10 ытла эстрада артисчĕ тата 3 пултарулăх ушкăнĕ ку хутĕнче те халăха юрласа савăнтарнăшăн хăйсене пĕр пус та илмерĕç.